Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 5Description for image 6Description for image 4Description for image 3Description for image 2Description for image 1

СЕМИНАР ПĔЛŸЛĔХЕ ŸСТЕРЧĔ

2017 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Шкулта чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентес меслет» республика проектне пурнăçласа «Кала-ха» вĕренÿ кĕнеки тăрăх уроксем ирттерессин уйрăмлăхĕсем» темăпа меслетлĕхпе ăслăлăх семинарĕ иртрĕ.

Amikumu (Амикуму): мӗн вӑл?

Кӑҫал смартфонсем тата айфонсем валли пӗр чӗлхепе хутшӑнма кӑмӑллӑ ҫынна шыраса тупма ҫӗнӗ хушӑм тухать! Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесемпе пӗрле чӑвашла верси те пулӗ!!!

 

 

 

 

 

Ҫуллахи уйлӑх ачасене кӗтет

Кӑҫал 8-мӗш Хавал уйлӑхӗнче 14-16 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулать, ӑна хӑйне евӗрлӗ чӑваш чӗлхи, историпе культури шкулӗ теме те пулать. Ачасене чӑваш тата акӑлчан чӗлхи урокӗсем, Раҫҫейри аслӑ пӗлӳ паракан тӗрлӗ вӗренӳ заведени вӗрентекенӗсен лекцийӗсем, спорт вӑййисем, тренингсем, пултарулӑх тата ӳнер тӗпелӗсем т.ыт. те кӗтеҫҫӗ.

Шупашкарта чӗлхе фестивалӗ иртет

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.

Пӗлтерӳ

Юпан 31-мӗшӗнче (тунтикун), Наци Вулавӑшӗнче, 2-мӗш хутра, Чӑваш кӗнеки пайӗнче 18.00 сехетре черетлӗ куҫару клубӗ пулать. Ӑна Эдуард Фомин ертсе пырать. Кӑсӑкланакансене хапӑл туса кӗтетпӗр!

«Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе яврӗҫ

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче  Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ.

"Кала-ха" диск тухрӗ!

Туссем! Сире лайӑх хыпар пӗлтерме васкатпӑр! «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларчӗ.

«Кала-ха» диска пурӗ 15 юрӑ кӗнӗ, вӗсенчен пӗри вара пӗтӗм курсӑн  визит карточки палли пулса тӑрать.

Юпа уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи те кун ҫути курӗ.

6-мĕш Хавал Уйлăх

Сире йăлана кĕнĕ чăваш чĕлхин 6-мĕш "Хавал" уйлăхне хутшанма йыхравлатпăр. Ак ĕнтĕ 3-мĕш хут вăл "Сурские зори" кану базинче (Етĕрне районĕ, Шупашкартан 80 çухрăм хĕвеланăçалла) утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен иртĕ.

Тĕплĕнрех пĕлме тата регистраци форми

Калаçу клубĕ

Юпан 3-мĕшенче 18.00 сехетре Гуманитари институтĕнче (Мускав пр. 29), кăçалхи 3-мĕш калаçу клубĕ иртĕ. Чăвашла вĕренме, чăвашла калаçма кăмăлакансене кĕтетпĕр! Тема - ЧĔЛХЕСЕНЕ ВĔРЕНЕССИ!

ВКонтакте Чăвашла куçарнă

Аван-и, тăвансем? 
«Хавал» чăваш халăх пĕрлешевĕн ячĕпе, сире савăнăçлă хыпар çитерме — пит хавас! 

2013 çулхи акан 10-мĕшĕнчен пуçласа VK.com (КонтактРа) сайтăн Чăвашла версийĕ ĕçе янă. 

Чăвашла интерфейс ярас тесе, Майлаштру менÿре, Вырăнти майлаштару пайра, чĕлхесен йышĕнче "Чăвашла" тупса суйласа ил, вара "Улăштар" çине пус. 

Чăвашла Версийĕ (ЧВ) тестлă мелĕн ĕçлет халĕ, çавăнпа улăштарнисемпе çĕнĕлĕхсем пулма пултараççĕ. 

Pages