Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 1Description for image 2Description for image 3Description for image 4Description for image 5Description for image 6

Чăваш калаçу клубĕ хăнасенĕ курма хавас

Клубĕ гуманитари институтенче иртет, кашни кеçнерни кунра,18:00 сехетре.

1000 те пĕр сăмах

Нумай пулмасть Хавал проектсенчен пĕри пурнăсланччĕ - "1000 те пĕр сăмах" ÿкерчĕклĕ сăмах кĕнеки кăларасси. Вăл 1000 пĕрче тиражпа тухнă. Кĕнеке чăваш чĕлхине вĕренекен ачасене питĕ кăсăк тата усăллă пулăшу пулмалла. Тема тĕсĕсем питĕ тĕрлĕ: кил-йышран ÿт-пÿ пайĕсем çите. Паллах кĕнекере неологизм сахал мар: тейĕпĕр: пăркăч (отвертка), ача кÿми (коляска), шыв куçĕ (проталина), явкай çакри (бутерброд) т.ы. Лавккасенче вăл 450 тĕнкĕ тăрать

Паян черетле Хавал калаçу клубĕ иртрĕ

Паян гуманитари институтенче черетле калаçу клубĕ иртрĕ. Унта чăвашла вĕренме, калаçма 9 çын пухăннă. Малтан çĕнĕ сăмах вĕрентемĕр кайран Конфуци вĕрентекен халапне вуларăмăр, юлашкинче вăйа вылярăмăр.

Хавал презентацийĕ

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Наци вулавăшенче 18.00 сехетре Хавал пĕрлешĕвĕн презентаци иртĕ. Презентаци вăхăтĕнче эпир ĕç-хĕлĕмĕр тĕп шухăшĕсем, пĕрлешĕв пайташсем пикеннĕ пуçарусем пирки каласа парăпăр. Презентаци наци культурисен залĕнче пулĕ.

Pages