Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 1Description for image 2Description for image 3Description for image 4Description for image 5Description for image 6

СЕМИНАР ПĔЛŸЛĔХЕ ŸСТЕРЧĔ

Унта 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен шкулĕсенче «Кала-ха» вĕренÿ пособийĕпе проекта хутшăнса ĕçлекен 30 вĕрентекен хутшăнчĕ.

Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелерĕ. Шкулпа паллашнă хыççăн чи малтан Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен Л.К. Севрикова 1-мĕш класра вĕренекенсемпе «Çуралнă кун» темăпа йăлана кĕмен урок ирттерчĕ.

Урок çавра сĕтел тавра иртрĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе ансат калаçса тутлă кукăльпе, пылак сĕткенпе, канфет-премĕкпе хăналанчĕç. 1-мĕш класра вĕренекенсене хутшăнура чăвашла калаçма хăнăхтарасси пулчĕ. Вĕрентекен чăвашла пуплев хăнăхăвĕсене ачасен ăшне хывассине сăвă-юрă, тĕрлĕ хускану тата вăйă урлă туса пычĕ.

Кĕске тăхтав хыççăн «Кала-ха» кĕнекепе проекта хутшăнса ĕçлекен Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем А.А. Такина (18-мĕш лицей) «Атьăр вылятпăр!», В.Е. Григорьева (8-мĕш шкул) «Çурхи çанталăк», О.Р. Ильина (2-мĕш шкул) «Кун йĕрки», Н.К. Игнатьева (8-мĕш шкул) «Этнер кил-йышĕ» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Учительсем уроксенче вĕренĕве пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçармасăр йĕркелеме тăрăшрĕç. Вĕсем ачасене чăвашла калаçма хăнăхтарма япаласене алăпа кăтартаса, сăмахсене калаттарса ăнлантарса пычĕç, предметлă ÿкерчĕксемпе, теттесемпе, алă вылятăвĕпе, ятарлă паллăсемпе, вăйă мелĕсемпе анлă усă курчĕç.

Уроксем хыççăн «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕн пуçлăхĕ, куçарусăр вĕрентес меслет авторĕ А.В. Блинов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров семинара хутшăннă ĕçтешсемпе пĕрле уроксене сÿтсе яврĕç, вĕрентекенсен паха опычĕсене пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртса хăварчĕç.

А.В. Блинов «Кала-ха. Чăваш чĕлхи. 1 класс» кĕнеке пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал ку кĕнекепе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен 17 шкулĕ сăнавлă ĕçленине пĕлтерчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем уроксенче кĕнекери вĕреневсене ачасемпе пĕрле тĕрĕслесе пăхаççĕ иккен.

2-мĕш класс валли «Кала-ха» вĕренÿ пособине çырса пĕтернĕ. Кăçал ăна пичетлесе кăларма палăртнă. Çитес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче кĕнеке шкулсене çитмелле.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Малашне çакнашкал ăста урокĕсем «Кала-ха» кĕнекепе ĕçлекен Шупашкар хулин шкулĕсенче ирттермелле тесе палăртрĕç семинара хутшăннисем.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи