Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 1Description for image 2Description for image 3Description for image 4Description for image 5Description for image 6

Çынсем

Если Вы участвуете в проектах "Хавал" - присылайте нам информацию о себе по образцу приведенных ниже.


Александр "Алпарух" БЛИНОВ
("Хавалăн" Килĕшÿ канашăн пайташĕ)

1969 çулта Чăваш Республикин Трак ялĕнче çуралнă (ашшĕ-амăшĕ Чăваш Енĕн Елчĕк тăрăхĕнчен). И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухса француз чĕлхипе психологи специализацийсене алла илнĕ. Шупашкарта пурăнать.

Общество ĕçĕ-хĕлĕпе студент чухнех кăсăкланма пуçланă. 1991 çулта çамрăксен "Integro" эсперанто клубне йĕркеленĕ. Çак клуб никĕсĕнче 1997 çулта Чăваш Республикин Эсперанто пĕрлешĕвне туса хунă. Шупашкарта Чĕлхе фестивалне ирттерес шухăша пĕрремĕш каласа нумай çул ăна йĕркелесе пынă. Универсаллă Эсперанто ассоциацийĕн хваттер штабĕнче (Роттердам хули, Нидерланды) ăсталăхне ÿстернĕ. 1999-2001 çулсенче Çамрăксен TEJO Пĕтĕм тĕнчери эсперанто пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ те пулнă.

Хальхи вăхăтра Тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн коммерци директорĕ пулса ĕçлет, «Кĕпер» куçару бюровĕн ертÿçи те вăлах.

"Хавалта" пĕтĕмĕшле йĕркелÿ ыйтăвĕсене туса пырать, нумай проекта ертсе пырать.

Чăваш, эсперанто, итали, франци, акăлчан тата турккă чĕлхисене пĕлет.


Александр "Сантăр" САВЕЛЬЕВ
("Хавалăн" Килĕшÿ канашĕн пайташĕ)

1989 çулта Воркута хулинче çуралнă (ашшĕ-амăшĕ Тутар Республикинчи Нурлат тăрăхĕнчен). Мускав патшалăх университетĕнчи филологи факультечĕн IV курсĕнче вĕренет, Мускавра пурăнать.

2008 çултанпа общество ĕçĕ-хĕлне явăçнă. Данире икĕ хут ăсталăхне ÿстернĕ. ЖЖра блог ертсе бырать.

"Хавалта" пĕрлешÿ сайтне йĕркелесе пырать, публицистика ыйтăвĕсемпе ĕçлет, Мускаври чăвашсемпе çыхăнусем йĕркелет.

Акăлчан, нимĕç, дани, чăваш, вырăс чĕлхисене пĕлет.