Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 5Description for image 6Description for image 4Description for image 3Description for image 2Description for image 1

Пулăшас тесен

Енчен те эсир пирĕнпе пĕр шухăшлă пулсан - хапăл тăватпăр!

Пирĕн ушкăна кĕме хатĕр мар пулсассăн эсир пире проектсене пурнăçлама пулашаятăр. ÇАК ЭЛ çинче хăш проекта пулăшу кирлине курма пултаратăр. Кунсăр пуçне, сайтăн чĕлхе тĕрлĕлĕхне тытса пымашкăн пире чăвашла тата акăлчанла пĕлекен волонтёрсем кирлĕ. .

Çавăн пекех информаци тĕлĕшĕнчен те пулашу пăсмĕччĕ. Хăвăрăн сайтăр е блогăр çине вырнаçтармашкăн ÇАК ЭЛ çинче пускăча е юзербара ӳкерсе илме (копилеме) пултаратăр. "Вконтакте"ре тата "Фейсбук"ра "Хавал" ушкăнне аталантарас ĕçре те пулăшаятăр.

Ĕçĕмĕре пурнăçламашкăн укçапа пулăшни те питĕ пĕлтерешлĕ. "Хавал" - хăйне хăй тивĕçтерекен организаци. Проектсемпе ĕçленĕ чухнехи тăкаксене пайташсем пĕтĕмпех хăйсен кĕсьисенчен тӳлеççĕ. Енчен тĕллевĕрсем пĕр пулсан, эсир "Хавала" пулăшма хатĕр пулсан "Хавал" счёчĕ çине май пулнă таран укçа куçарса пама пултаратăр. çак укçа пире сайт тытса пыма, пичетлĕ продукцишĕн тӳлеме, тен, чылай проекта пурнăçламашкăн та пулăшĕччĕ. Куçарнă кашни тенкĕпе эсир чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварма тата аталантарма пулăшатăр. Енчĕк номерĕсем:

Яндекс.Укçа: 410011799459907

WebMoney(тенкĕсем): R277334469974

Webmoney(долларсем): Z145154110034

Укçăра "Хавал" валли ярса панине палăртма ан манăр. Пулăшушăн тав тăватпăр!