Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 5Description for image 6Description for image 4Description for image 3Description for image 2Description for image 1

"Хавал" чăваш халăх пĕрлешĕвĕ

Пирĕн пĕрлешӳ «Хавал» ятлă. Ку вăл вăй-хăвата тата йăла-йĕркене пĕлтерекен сăмах. Хамăра хамăр çапла ят парса эпир тĕллевĕмĕр ырă пулнине çирĕплетесшĕн.
Эпир чăваш халăхĕн пуласлăхĕ шухăшлаттаракан мĕн пур вăя пĕрле пухасшăн. Пирĕн умра пысăк ĕç: чăваша хăй халăхне тата унăн эткерне хисеп тума хăнăхтарасси. Пирĕн шутпа, халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕхне аталантаракан кирек мĕнле пуçарăва та çул памалла.

Пирĕн тĕллев:

  • чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси;
  • чăваш халăхĕн ырă сăнарне йĕркелесси;
  • чăваш ĕçне туса пыракансен ĕçĕ-хĕлне халăх çине кăларасси;
  • халăхăмăрăн кун-çулĕпе культура эткерне тĕпчесси;
  • халăх ăнне вăйлатасси;
  • ытти халăх пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытасси;
  • Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăваш ушкăнĕсепе хутшăнасси.