Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 1Description for image 2Description for image 3Description for image 4Description for image 5Description for image 6

Ҫуллахи уйлӑх ачасене кӗтет

Кӑҫал 8-мӗш Хавал уйлӑхӗнче 14-16 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулать, ӑна хӑйне евӗрлӗ чӑваш чӗлхи, историпе культури шкулӗ теме те пулать. Ачасене чӑваш тата акӑлчан чӗлхи урокӗсем, Раҫҫейри аслӑ пӗлӳ паракан тӗрлӗ вӗренӳ заведени вӗрентекенӗсен лекцийӗсем, спорт вӑййисем, тренингсем, пултарулӑх тата ӳнер тӗпелӗсем т.ыт. те кӗтеҫҫӗ.

Хутшӑну тӳлевлӗ, анчах та пӗтӗм хакӗнчен те 50 % кӑна тӳлемелле пулать, ку вара 3230 тенкӗпе танлашать.

Ҫак суммӑна:

  1. Йӗркелӳ тӳлевӗ
  2. Виҫӗ хут апат ҫитерни
  3. Уйрӑм ҫуртра пурӑнни (Сунарҫӑ ҫурчӗ) кӗрет.

Мӗн кӗмест:

  1. Уйлӑха ҫитме ҫул укҫи (пӗр енне 250 тенкӗ)
  2. Чӗлхе тӳлевӗ (пӗр хут тӳлев 300 тенкӗ , ӑна уйлӑха хутшӑнакан чӑваш чӗлхипе пӗр-пӗр материала пӑхмасӑр калама вӗренсен каялла тавӑрса параҫҫӗ).

Уйлӑхра хутшӑнмалли йӗрке:

  1. Чӗлхене лайӑх пӗлни е ӑнланни (ҫавӑнпа та уйлӑхра ял ачисене те, хулара пурӑнакансене те курас килет)
  2. Сӑлтав ҫырӑвӗ хатӗрлесси (чӑвашла ирӗклӗ майпа ҫырса ВКонтакте сайтри «8-мӗш Хавал уйлӑх» ушкӑнне ярса памалла е ҫак телефонпа ҫыханмалла 8-902-328-5051 Алпарух)
  3. Хӑвна валли чӑваш ятне суйласси

Вырӑн шучӗ нумай мар (12-15 ҫын).

Ӑнӑҫу сунатпӑр!