Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 5Description for image 6Description for image 4Description for image 3Description for image 2Description for image 1

«Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе яврӗҫ

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче  Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнетнӗ правилӑсемпе паллашасшӑн пулин те вӗсене тепӗр 2-3 уйӑх кӗтме ыйтрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра правилӑсене юридици шайӗнче ҫирӗплетес ӗҫ пыни пирки Юрий Николаевич Исаев каларӗ.

Малалла шкулсенче усӑ куракан вӗренӳ кӗнекисемпе методика кӑтартӑвӗсем тавра калаҫу иртрӗ. Доклад калаканӗ Ираида Степанова пулчӗ. 2017 ҫулта вӗренӳ кӗнекисен ҫӗнӗ федераллӑ йышне хатӗрленӗрен вӗренӳ министрӗ чӑваш чӗлхи учебникӗсем те унта пулсан аван пулнине палӑртрӗ, вӑл списока ҫирӗплетиччен ӗлкӗрме сӗнчӗ. Ку ӗҫе тума вара ҫывӑх вӑхӑтра «ҫул-йӗр карттине» тума сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствине вӗренӳ кӗнекисене ытларах тиражпа кӑларма сӗнчӗҫ. Вӗренӳ министерстви ыйтнӑ тӑрӑх кӑна кӑларнӑ кӗнекесем республика тулашӗнчисем валли те, университетсемпе институтсене те ҫитеймеҫҫӗ. Унсӑрӑн пуҫне сутлӑхра ҫукки ашшӗ-амӑшӗшӗн те хӑш чухне нуша пулса тӑрать. Тӗслӗхрен, кӗнекене ӑнсӑртран юрӑхсӑра кӑларсан.

Тепӗр ыйтура шкулсенче чӑваш чӗлхин анлӑшне пысӑклатассине сӳтсе яврӗҫ. Комисси пайташӗсем Чӑваш Енри пур шкулта та пӳлӗмсен ячӗсене тата шкулти стендсене республикӑн икӗ патшалӑх чӗлхипе ҫырма сӗнчӗҫ. Ку сӗнӗве Юрий Исаев министр ҫывӑх вӑхӑтра шкулсене ҫитерме шантарчӗ.

Тӑваттӑмӗш ыйтура палӑксем ҫине пӗр чӗлхепе кӑна ҫырнине пӑхса тухрӗҫ. Икӗ патшалӑх чӗлхипе те усӑ курман палӑксем ҫинче ку кӑлтӑка юсама сӗнчӗҫ. Ҫав шута чӑваш культурипе ҫыхӑнманнисем те кӗреҫҫӗ. Ҫырупа Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патне тата ыттисем патне те тухма йышӑнчӗҫ.

Комисси пайташӗсем ҫавӑн пекех Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе яврӗҫ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ литературӑра усӑ курма сӗнчӗҫ. Кайран тин, пурнӑҫа кӗртсен, вӗренӳ кӗнекине те кӗртме юрать терӗҫ. «Ачасем ҫинче эксперимент тума кирлӗ мар», — пулчӗ пӗтӗмлетӳ.

Аҫтахар Плотников, Чӑваш халӑх сайчӗ.