Чĕлхесем

  • Chuvash
  • English
  • Esperanto
  • Русский
Description for image 5Description for image 6Description for image 4Description for image 3Description for image 2Description for image 1

Шупашкарта чӗлхе фестивалӗ иртет

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.

Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ.

Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль И.Я. Якволев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи  тӗп корпусӗнче иртӗ.

(Чӑваш халӑх сайчӗ)